Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
17 Июнӗн 2025, 05:00

Парăмра пулнăшăн колоние ăсатĕç

Балтач район сучĕ хĕрарăма хăй хĕрне усрама алимент тÿлеменшĕн приговор çырнă.

Парăмра пулнăшăн колоние ăсатĕçПарăмра пулнăшăн колоние ăсатĕç
Парăмра пулнăшăн колоние ăсатĕç

Иртнĕ çулхи март уйăхĕнчен пуçласа суд 2021 çулта  çуралнă хĕрĕшĕн алимент тÿлеме йышăннă. Анчах та кахал амăш хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçламан, хĕрĕ патне килсе çÿремен, ĕçе вырнаçман.

Пушкăртстан прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, парăм хисепĕ 280 пин тенкĕрен иртнĕ. Хĕрарăм хăйĕн айăпне йышăннă, ăна маларах  та асăннă статьяпа айăпланă пулнă. Халĕ хĕрарăм  пĕтĕмĕшле режим колонине сакăр уйăха ăсанĕ.

 

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас