Урал сасси
+23 °С
Облачно
Новости
17 Июня 2025, 11:00

Владимир Путин Пушкăртстан çыннисене хисеплĕ ятсем парса чысланă

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе килĕшÿллĕн «Башинформ» информаци агентствин литература редакторĕ Алик Шакиров çĕршыври журналистикăна аталантарас ĕçе тÿпе хывнăшăн тата нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ журналисчĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.  

Владимир Путин Пушкăртстан  çыннисене хисеплĕ ятсем парса чысланăВладимир Путин Пушкăртстан  çыннисене хисеплĕ ятсем парса чысланă
Владимир Путин Пушкăртстан çыннисене хисеплĕ ятсем парса чысланă

Унсăр пуçне çав указпах Ĕпхÿри кĕрешÿ керменĕн директорĕн çумне Александр Григорьева «РФ тава тивĕçлĕ физкультура ĕçченĕ», Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн кафдра ертÿçине Назира Шарафутдинована «РФ аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсем парса чысланă.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас