+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Пушкăртстана Луганск Халăх Республикинчи Красный Ключ хулинчен ачасен пĕрремĕш ушкăнĕ канма килсе çитнĕ. ПР вĕрентÿ министрĕ Ильдар Мавлетбердин пĕлтернĕ тăрăх, Мелеуз районĕнчи «Дружба» ачасен сывлăхне çирĕплетмелли лагерьте 96 ача канĕç.
«Çу тăршшĕпех эпир Луганск тата Донецк Халăх республикисенчи ачасене йышăнăпăр. Пирĕн республикăра каннă май ачасем Пушкăртстан историйĕпе, унăн йăли-йĕркисемпе паллашĕç. Кану ачасемшĕн усăллă пуласса, нумай ырă кăмăл-туйăм парнелессе шанатăп», - çырнă вăл хăйĕн социаллă сечĕсенче.