+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Ринат Рахимов ĕçĕ пирки Чишма район администрацийĕн пуçлăхĕ Ришат Мансуров каласа панă.
Асăннă хатĕре Ринат Рахимов наççилка лартмалли платформа евĕр ăсталанă. Ăна пуçтарма та, сарма та пулать. Çавна май вăл салтаксене турттарма уйрăмах меллĕ.
- Çывăх вăхăтра урапана ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем патне çитерме тăрăшăпăр. Енчен те вăл хăйне тÿрре кăларас пулсан унăн производствине хута ярассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явăпăр, - тенĕ Ришат Мансуров.