

Салават хула администрацийĕн пресс-службин телеграмм-каналĕ пĕлтернĕ тăрăх, центр Пушкăртстан Республикин хысни уйăрнă укçа-тенкĕпе тытăнса тăрать. Ăна ватăсене пĕчченлĕхе çĕнсе ирттерме, пурнăçа çĕнĕ сĕм кĕртме, пĕлÿ илме, пĕр шухăшлисене тупма пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Центрта пултарулăх вăй-хăватне аталантармалли, сывлăха çирĕплетмелли майсем те - библиотека, релаксаци пÿлĕмĕ, пуç миммине ĕçлеттермелли хăнăхусем, «ăслă» фитнес, ал ĕçĕсем, арт-терапи, кулинари лайфакĕсем, скандиход, пукан çинчи йога, уявсен азбуки, республика тăрăх пĕчĕк çул çÿревсем йĕркелесси (социаллă туризм), аппаратпа массаж тăвасси, сывлăха çирĕплетмелли гимнастика, алă массажĕ, тăвар пÿлĕмĕ – пур.