Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
23 Июнӗн 2025, 10:23

«Шульган-Ташри» чĕр чунсен тĕнчине пулăшма усăллă культурăсем акаççĕ

Кăçал  тискер чĕр  чунсене апатлантармалли анасем çине  ыраш, пыл хурчĕсене  валли  илепер (донник), кăвак çеçке, фацели акнă.  «Шульган-Таш» заповедник  ĕçченĕ Ляля Хайбуллина пĕлтернĕ тăрăх, юлашки тăватă çул хушшинче  çут çанталăкри аномалисене пула пыл хурчĕсем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ. 

«Шульган-Ташри»  чĕр чунсен тĕнчине пулăшма усăллă культурăсем акаççĕ«Шульган-Ташри»  чĕр чунсен тĕнчине пулăшма усăллă культурăсем акаççĕ
«Шульган-Ташри» чĕр чунсен тĕнчине пулăшма усăллă культурăсем акаççĕ

Биологсем пыл паракан курăксем вĕсене çак сезонра пулăшасса шанаççĕ. Анасем çинчи калчасем тин çеç шăтма пуçланă-ха, нÿр ытлашши пулнипе хирсем вăрах типнĕ, ака ĕçĕсене кая юлса пурнăçлама тÿр килнĕ.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас