Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
24 Июнӗн 2025, 07:00

Ĕпхĕве Ольга Бузова килсе çитнĕ

Ĕпхĕве Раççейĕн паллă телеертÿçи тата юрăçи Ольга Бузова килсе çитнĕ. Пушкăртстанăн тĕп хулине вĕçсе килни пирки Раççей çăлтăрĕ социаллă сетьсенче пĕлтернĕ.

Ĕпхĕве Ольга Бузова килсе çитнĕĔпхĕве Ольга Бузова килсе çитнĕ
Ĕпхĕве Ольга Бузова килсе çитнĕ

Хăнана йăлана кĕнĕ йĕркесемпе килĕшÿллĕн ăшшăн кĕтсе илнĕ: Ольга Бузована хăна çуртĕнче чечек çыххи, тăван чĕлхепе çырса илемлетнĕ открытка, пушкăрт чейĕпе пылак кучченеç кĕтнĕ.

«Питĕ кăмăллă, Ĕпхÿ ырă кун пултăр!», - тенĕ çăлтăр.

Телеертÿçĕ Ĕпхĕве ĕçпе килнĕ. Вăл республикăн тĕп хулинчи аслă шкулсенчен пĕринче «Ольга Вузова» проектăн черетлĕ кăларăмне ÿкерĕ. Шоу шайĕнче Ольга Бузова Раççейĕн аслă шкулĕсене çитсе курать, куракансене вĕренÿ программипе тата студент пурнăçĕпе паллаштарать.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас