Урал сасси
+4 °С
Облачно
Новости
26 Июня 2025, 14:30

Шкул ачи мошенниксене 4 млн тенкĕ куçарса панă

Ĕпхÿ хулинчи  пĕр çемье мошенниксене пула 4 млн тенкĕсĕр тăрса юлнă. 36 çулхи арçын полицие унăн ывăлне, 8 класра вĕренекен шкул ачине,   аферистсем улталани пирки пĕлтернĕ. Усал шухăшлă çынсем арçын ачапа мессенджер урлă паллашнă, хăйсемпе Тĕп Банк, Росфинмониторинг  тата медицина учрежденийĕн ĕçченĕсем тесе пĕлтернĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Шкул ачи мошенниксене 4 млн тенкĕ куçарса панăШкул ачи мошенниксене 4 млн тенкĕ куçарса панă
Шкул ачи мошенниксене 4 млн тенкĕ куçарса панă

«Медицина тĕрĕслевĕ» тата «укçасене чикĕ леш енне куçарасран хÿтĕлесси» сăлтавсем тупса ăна темиçе банк операцийĕ тутарнă. РФ Шалти ĕçсен министерствин Пушкăртстанри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, тăкак 4 миллион тенкĕпе танлашнă.

Автор:Надежда Родионова