

Вĕсем регионти, Краснодарти, Ставрополь крайĕнчи, Самар облаçĕнчи сывату учрежденийĕсенче каннă. Ун валли 130 млн тенкĕ уйăрнă.
2025 çул пуçланнăранпа Пушкăртстанра пурăнакан 3485 çын санаторипе курорт сиплевне кайма путевкăсем илнĕ. Республикăри социаллă фонд уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, тÿлевсĕр санатори сиплевĕпе медицина пулăшăвне укçа-тенкĕпе улăштарман льготниксем усă курма пултараççĕ.
Çăмăллăхлă курорт сыватăвĕ 18 кунпа танлашать, сусăр ачасем валли - 21 кун.
Пĕрремĕш ушкăн инваличĕсемпе инвалид ачасене ăсатакансем хăйсене валли тепĕр путевка илме пултараççĕ. Çакăн пек çăмăллăха (çав шута тÿлевсĕр çул та кĕрет) кăçал 576 ăсатакан илнĕ.