Урал сасси
+10 °С
Облачно
Новости
30 Июня 2025, 12:00

Пушкăртстанра тин çуралнă ачасем вилесси сахалланнă

Республикăра çулталăкченхи ачасем вилесси историре пуçласа чи пĕчĕк шая çитнĕ. Кун пирки правительствăри оперативлă канашлура ПР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин пĕлтернĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкăртстанра тин çуралнă ачасем вилесси сахалланнăПушкăртстанра тин çуралнă ачасем вилесси сахалланнă
Пушкăртстанра тин çуралнă ачасем вилесси сахалланнă

 - Регионта ача çураласлăх пĕчĕк пулсан та вĕсем вилессине чакарма пултартăмăр. Иртнĕ çул çак хисеп 4 промиллепе танлашнă пулсан, кăçал - 3,5, маларах – 6,2 промилле пулнă. 

 

Автор:Надежда Родионова