Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
1 Июлӗн 2025, 05:58

Республикăра «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци çула тухнă

Ыркăмăллăх марафонĕ кăçал 15-мĕш хут иртет. Акцийĕн тĕллевĕ – йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесенчи ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме пулăшасси.

Республикăра «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци çула тухнăРеспубликăра «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци çула тухнă
Республикăра «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци çула тухнă

Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа август уйăхĕн 31-мĕшчен кашни кăмăл пур çын укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр, тулли мар тата инвалид ачасем çитĕнтерекен çемьесенчи ачасене шкула пуçтарăнма пулăшма пултарать. Ун валли канцеляри таварĕсем, çырмалли тата ÿкермелли хатĕрсем, ача-пăча пултарулăхне аталантармалли наборсем туянса районсем хушшинчи «Çемье» центра тата унăн хуласемпе районсенчи уйрăмĕсене çитерсе памалла. Вĕсен адресĕсене Пушкăртстанри çемье порталĕнче тупма пулать. Çавăн пекех çĕнĕ тата усă курнă, анчах кивелсе сăн-питне çухатман портфельсем, шкул формисем, учебниксем, класс тулашĕнче вуламалли кĕнекесем йышăнаççĕ.  

Çу вĕçленнĕ тĕле пуçтарăннă япаласене халăха социаллă пулăшу паракан учрежденисенче учетра тăракан çемьесене çитерĕç.

Акципе çыхăннă ыйтусем пулсан «Çемье» центрăн пĕрлĕхлĕ номерĕпе (8-800-347-50-00) шăнкăравласа пĕлме пулать.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас