Пушкăртстанри çемье лотерейăра пысăк укçа выляса илнĕ
Ĕпхÿ хулинчи пĕр çемье тăванĕсем валли хатĕрленĕ тĕп парне ăшне тата мĕн те пулсан хурас тесе апат-çимĕç лавкинчен темиçе лотерея билечĕ туяннă. Анчах билетсем пирки темиçе кунтан çеç аса илнĕ, çавăнпа та парнене килте хăварма, выляв кăтартăвĕсене пăхма шутланă.
Пушкăртстанри çемье лотерейăра пысăк укçа выляса илнĕ
«Столото» кăтартăвĕсем тăрăх, уяв тиражĕпе килĕшÿллĕн çемье 857 143 тенкĕ выляса илнĕ.Вылява маларах илнĕ автокредита тÿлесе татма тата ипотекăна хупма ярĕç.