

Музей ертÿçи Марина Николаева ачасене ăшшăн кĕтсе илсе экспозицисем тăрăх кăсăк экскурси ирттернĕ. Ачасем Марина Алексеевна авалхи пурнăç, йăла-йĕрке, Пишпÿлек районĕнчи паллă çынсем çинчен каласа панине тимлĕн итленĕ, экспонатсемпе паллашнă.
Ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă паттăрсене халалласа уçнă часавайра пулса курни вара кашнин чунне пырса тивнĕ, мероприятие ĕмĕр асра юлмалла тунă.
Асăннă экскурси патриотизм туйăмне аталантарма тата тăван тăрăх историне хисеплеме вĕрентекен урок пулса тăнă. Вăл тăван тăрăх историне анлăрах пĕлме тата ăрусен хушшинчи çыхăнăва туйма пулăшнă.
Надежда РОДИОНОВА.