+28 °С
Облачно


Асăннă кун Хушăлка ялĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ К.И. Степанов ячĕпе хисепленекен паркра Тăван çĕршывăн паттăрĕсене халалласа митинг иртнĕ. Мероприятие тĕрлĕ вăрçă ветеранĕсем, вырăнти власть çыннисем хутшăннă.
Çак кун ятарлă çар операцинче пуç хунă салтакăн ашшĕпе амăшне уйрăм тимлĕх уйăрнă. Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петрович Меркулов ашшĕ-амăшне асăнмалăх медаль парса чысланă.
Тĕрлĕ вăхăтра Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ паттăрсене чунтан тав тăватпăр. Пирĕн салтаксен паттăрлăхĕсемпе хăюлăхĕсем çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх пулччăр.