

Элшей районĕнчи Кайраклăри культура çуртĕнче Çемье кунне халалласа «Салтак тÿми, çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕн палли» кану программи ирттертĕмĕр. Мероприяти вăхăтĕнче культура ĕçченĕ ачасене çак уяв епле пуçланса кайни тата йăли-йĕрки, пирĕн çĕршыври çемье хаклăхĕсен хÿтĕлевçисем шутланакан Петрпа Феврония Муромскисем, уявăл тĕп палли – салтак туми - çинчен каласа пачĕ. Ачасем çемье пĕлтерĕшне, вăл кашни çыншăн хаклă пулнине, вĕсен çемйисенче мĕнле йăла-йĕркепе хаклăхсем пуррине сÿтсе яврĕç, хаваслă историсемпе паллаштарчĕç. Кайраклăри культура çурчĕн ĕçченĕсем пухăннисене уяв ячĕпе саламласа салтак тÿми евĕрлĕ значоксем парнелерĕç. Ачасем кулăшла конкурса хаваспах хутшăнчĕç.
Наталья ФЕДОРОВА, клуб ĕçченĕ.