+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Подразделенисенчен пĕринче служба иртекен «Янаул» хушма ятлă салтак ыйтнипе çар маскхалачĕсем, банданăсем тата ытти тумтир çĕлесе малти ретри салтаксем патне ăсатнă. Япаласен ытларах пайне Ирина Хабирова волонтер çĕленĕ.
- Хĕрарăмсем килти ĕçĕсене, çуллахи вăхăта тата пахчисене пăхмасăр пирĕн салтаксем валли тумтир хатĕрлеççĕ. Заказсем нумай, пирĕн пата отпуска килнисем, вĕсен тăванĕсем тата халь тин контракт алă пуснисем килеççĕ. Эпир вĕсем ыйтнине хаваспах тивĕçтерме тăрăшатпăр, - теççĕ ырă чĕреллĕ хĕрарăм-волонтерсем.