Пушкăртстан статистикин кăтартăвĕсем тăрăх, 2024 çулта Пушкăртстанра пурăнакансем 27,7 миллион çыру янă. Вĕсене пĕр лентăна çыпăçтарас пулсан Çĕр чăмăрне экватор тăрăх çавăрмалăх та çитĕччĕ. Республикăра корреспонденцие салатма 2,9 пин почтальон ĕçлет.
Çулталăк тăршшĕ янă çырусен шутне пĕлтернĕ
«Раççей Почтин» республикăри филиалĕ уйрăмсем шучĕпе (1280) çĕршывра чи пысăккисенчен пĕри шутланать, вĕсен ытларах пайĕ ял тăрăхĕнче вырнаçнă.