Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
16 Июлӗн 2025, 05:58

Ĕненÿ вăрçăра та кирлĕ

Пушкăртстан батальонĕн салтакĕсем ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăнта часавай хăпартма пуçланă. Кун пирки Пелепей район администрацийĕн пуçлăхĕ Азат Сахабиев пĕлтернĕ.

Ĕненÿ вăрçăра та кирлĕĔненÿ вăрçăра та кирлĕ
Ĕненÿ вăрçăра та кирлĕ

Муниципалитет пуçлăхĕ пулас часавай валли  Приютово поселокĕнчи Тихвинский Турă амăшĕ (Богородице-Тихвинский) ячĕллĕ хĕрарăмсен мăнастирĕнчен  чанпа хĕрес илсе килнĕ. Часавай  хăпартас шухăша мăнастир ĕçченĕ  Андрей Вялов иерей сĕннĕ.

«Салават Юлаев» ячĕллĕ батальон йышĕнче Тихвинский Турă амăшĕ  мăнастиртен килнĕ «Гога» хушма ятлă салтак пур. Фронтра  çынсене тĕнпе уйăрмаççĕ. Салтаксем пĕрле чиркÿ, мечет хăпартаççĕ. Кăшт маларах çеç асăннă батальон ачисем «Йондоз-Рахман» ятлă мечет хăпартнă. Вырăнта пурăнакансем те строительство  ĕçĕнче пулăшаççĕ. Ĕненÿ вара пурне те пĕрлештерсе тăракан вăй шутланать.  

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас