Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
17 Июлӗн 2025, 12:00

Эрехĕррисем кăмăс уявне хутшăнса чăваш халăх культурипе паллаштарнă

Тутарстан Республикинчи Ютазă районĕнчи илемлĕ вырăнта ларакан  Абсалямово ялĕнче III Регионсем хушшинчи «Кăмăс уявĕ – 2025» тĕрĕк халăхĕсен пултарулăх фестивалĕ иртнĕ. Мероприяти тĕрĕк халăхĕсен культурипе тата йăли-йĕркипе кăсăкланакан  нумай çынна пуçтарнă.

Эрехĕррисем кăмăс уявне хутшăнса чăваш халăх культурипе паллаштарнăЭрехĕррисем кăмăс уявне хутшăнса чăваш халăх культурипе паллаштарнă
Эрехĕррисем кăмăс уявне хутшăнса чăваш халăх культурипе паллаштарнă

Çак кун сцена çине 28 пултарулăх ушкăнĕ тухнă. Вĕсем хăйсен культура хăйнеевĕрлĕхĕпе паллаштарнă. Пирĕн республикăран  унта Ермеккей тăрăхĕнчи Эрехĕрри культура çуртĕнчи «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи  - Ирина Корнилова) те хутшăннă. Пултарулăх ушкăнне тав туса ятарлă дипломпа чысланă.     

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас