+28 °С
Пӗлӗтлӗ


РФ Президенчĕ Владимир Путин çĕршывра пурăнакансене патшалăх наградисемпе чысласси пирки калакан указа алă пуснă. Наградăна тивĕçнисен шутĕнче Пушкăртстан çыннисем те пур. Çемье институтне çирĕплетес тата ачасене воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Венерпа Эльвира Башировсене «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» орденăн медалĕпе наградăланă.
Çавăн пекех патшалăх пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлтан тăрăшнăшăн Ĕпхÿ хулинчи чугун çул вокзалĕн технологне Олеся Лощилована РФ Президенчĕн Тав çырăвĕпе чысланă.