Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
21 Июлӗн 2025, 14:00

Туслăх мечĕкĕ

Кашни çыншăн чи пысăк хаклăх вăл - сывлăх. Сывлăхлă пурнăç йĕркине сармалли чи лайăх мел  - физкультура тата спорт. Футбол вăл  -  пĕр-пĕрне мечĕк пама çеç мар, командăпа  пĕрле  пулма вĕрентекен вăйă,  унта хăйсен лидерĕсем, яваплă зонисем пур. Çаксем пурте питĕ усăллă хăнăхусем.

Туслăх мечĕкĕТуслăх мечĕкĕ
Туслăх мечĕкĕ

Июнь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чекмагуш тăрăхĕнчи Юмаш  культура çурчĕн ĕçченĕсем футбол лапамĕ çинче «Туслăх мечĕкĕ» спорт эстафети ирттернĕ.

Мероприятие ачасене сывлăхлă тата хастар пурнăç йĕрки илсе пыма хăнăхтарас, физкультурăпа интереслентерес, туслăх, юлташлăх туйăмне аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Пур ача та хăйне чăн-чăн спортсмен пекех кăтартнă. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх туслăх çĕнтернĕ. Вăйă пур участника та хавхалануллă та хаваслă кăмăл-туйăм парнеленĕ. «Сывлăхлă ÿт-пÿре хаваслă кăмăл-туйăм» тесе ахальтен каламаççĕ пулĕ. Спортпа тата çĕнтерес туйăмпа хавхаланнă ачасем йĕри-тавра мĕн пулса иртнине те асăрхаман. Пурте финиша чи малтан чупса çитес тесе тăрăшнă. Лапамра хаваслă кулă,  шăв-шав  вăрахчен хуçаланнă. Ачасен телейлĕ куçĕсем мероприяти йĕркелÿçисемшĕн чи хакли пулнă.

Туслăх мечĕкĕ
Туслăх мечĕкĕ
Туслăх мечĕкĕ
Туслăх мечĕкĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас