Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
23 Июлӗн 2025, 10:25

Вун ултă çулхи студент преступлениллĕ ĕçе хутшăнса хăй пурнăçне пăснă

Полици ĕçченĕсем «Сирĕн тăванăр инкеке лекнĕ» ултавлă схемăна хутшăннă çынна тытса чарнă: 16 çулхи студент улталаннă пенсионерсен укçисене кайса илсе вĕсене мошенниксен счечĕ çине куçарнă.

Вун ултă çулхи студент преступлениллĕ ĕçе хутшăнса хăй пурнăçне пăснăВун ултă çулхи студент преступлениллĕ ĕçе хутшăнса хăй пурнăçне пăснă
Вун ултă çулхи студент преступлениллĕ ĕçе хутшăнса хăй пурнăçне пăснă

илсе вĕсене мошенниксен счечĕ çине куçарнă.

РФ ШĔМ Пушкăртстанри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, Ĕпхÿ хулинчи полици  уйрăмне 80 çулхи хĕрарăм пулăшу ыйтса килнĕ. Заявлени çыраканăн сăмахĕсем тăрăх, пĕр кун маларах ун патне паллă мар çын шăнкăравласа  хăйне йĕрке хуралçин ĕçченĕ тесе шантарнă. Вăл тивĕçлĕ канури хĕрарăмăн хĕрĕ çул-йĕр çинчи инкекшĕн айăплă пулнине, уголовлă яваплăхран хăтарас тесен пысăк укçа кирлине каланă. Çавăн пекех вăл хĕрарăма хĕрĕ патне шăнкăравламасса, хушнине кирлĕ пек пурнăçлама  асăрхаттарнă. Суя полици ĕçченне ĕненсе хĕрарăм килĕнчи пур укçине те – 640 пин тенкĕ -  пуçтарнă та хăй патне килсе çитнĕ арçынна парса янă. Хĕрĕ шăнкăравласан çеç ултав çиеле тухнă. Мĕн пулса иртнине ăнланса илнĕ хыççăн тăвансем полицие шăнкăравланă.

Полици ĕçченĕсем курьера шыраса тупса тытса чарнă. Вăл Мияки районĕнче çуралса ÿснĕ 16 çулхи яш пулнă. Арçын ача укçа ĕçлесе илмелли сĕнĕве интернетра шыраса тупнине пĕлтернĕ. Çулĕ çитмен ача паллă сайтсенчен пĕринче хăй ĕç шырани пирки пĕлтерсе резюме хăварнă, кĕске вăхăтрах пĕрремĕш ĕç панă. Çамрăк çын Пелепей хулинче пулнине пĕлсен усал шухăшлă çынсем ун валли такси чĕнтерсе хăна çуртĕнче номерсем тупса хунă, лешĕ хăйсенчен вĕçерĕнсе тарасран асăрханнă. Каччă аферистсем хушнипе ултава çакланнă çынсем патне килсе укçа хутаççине илсе кайнă та ăна йĕркелÿçĕсен счечĕ çине куçарнă. Анчах та вăрттăн ĕçлесе тупăш илме ниепле те май килмен.

Айăплă тесе шутлакана суту-илÿ центрĕсенчен пĕринче  «кураторсене» укçа  куçарнă чух тытса чарнă. Унран 110 пин тенкĕ укçа тата  ĕç валли тесе туяннă  икĕ карас телефонĕ туртса илнĕ. 16 çулхи фигурант Çтерлĕ хулинчи тепĕр хĕрарăма улталанă çĕре те хутшăннă пулнă. Ун чух хĕрарăм 117 пин тенкĕ укçа панă. Вĕсене те усал шухăшлă çынсен счечĕ çине куçарнă.

Мошенничество тĕслĕхĕсем пирки уголовлă ĕç пуçарнă. Айăпланакана ниçта та тухса кайма хушман. 110 пин тенкĕ укçана çывăх вăхăтра Ĕпхÿ хулинче пурăнакан хĕрарăма тавăрса парĕç.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас