

Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăри колледжсене вĕренме йышăнас кампани епле пыни пирки каласа панă. Ун сăмахĕсем тăрăх, паянхи кун тĕлне 52 пин ытла заявлени панă. Çак цифра татах та ÿсĕ, мĕншĕн тесен документсене август уйăхĕн 15-мĕшĕчченех йышăнĕç.
«Республикăра колледжсемпе интересленесси ÿссе пырать, - палăртнă регион ертÿçи. - Ку – кирлĕ специальноçа алла илмелли, лайăх ĕç тупмалли май. Ачасен ĕмĕчĕсем вăтам професси пĕлĕвĕ паракан системăпа тÿр килччĕр тесе нумай вăй хуратпăр. Вăтам професси пĕлĕвне илме майлăрах пултăр тесе тÿлевсĕр вырăнсен шутне икĕ пине ÿстернĕ. Халĕ вĕсен шучĕ 24 299 çитнĕ. Ытларах пайĕ - куçăн мелпе.
Çавăн пекех Радий Хабиров «Профессионалитет» федераллă проектăн «Çамрăксемпе ачасем» наци проекчĕ çинчен каласа панă. Ун витĕмĕпе 2026 çулта республикăра вăтам професси пĕлĕвĕ паракан 27 кластер йĕркелĕç.
«Колледжсене хамăр вăйпа çĕнететпĕр. Вĕрентÿ корпусĕсемпе общежитисене çĕнетме бюджета çулсерен 500 млн тенкĕ хыватпăр. Тепĕр хут аса илтеретĕп: ĕç специальноçĕсене суйласа илекен çамрăксем производствăсенче, ял хуçалăхĕнче вăй хурасшăн, вĕсен хальхи вăхăтри йĕркеллĕ лару-тăрура вĕренмелле, ĕçлемелле. Çак енĕпе малалла та тăрăшăпăр, - çырнă Радий Хабиров хăйĕн социаллă сечĕсенче.
Надежда РОДИОНОВА.