+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Тепĕр эрнерен хĕрарăм хăлхинче темскер йăшăлтатнине туйнă. Хăлхи шăтăкĕнче кăштăр-кăштăр тунипе хайхискер çĕрле те вăранма пуçланă. Хĕрарăм тухтăр патне кайма шутлать. ЛОР тухтăр хăлхи шăтăкне пăхнă хыççăн унтан чĕрĕ эрешмен туртса кăларнă. Эрешмен хăлха шăтăкĕнче хăйне валли карта çыхма та ĕлкĕрнĕ пулнă. Хĕрарăмăн хăлхи шăтăкне эрешмен картинчен тасатнă, эмелсем сĕрсе янă, халĕ нимĕн те хăрушлăх кăтартмасть.