Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
30 Июлӗн 2025, 10:30

Вăрманта вăкăр тапăннă

РФ Инкеклĕ ĕçсен министерствин ПР Патшалăх комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, ĕнер каç  васкавлă службăсене Белокатай районĕнчи Шигаевка ял çынни çухалнă пирки хыпар килнĕ. Мăшăрĕн сăмахĕсем тăрăх, 1943 çулта çуралнă арçын кăнтăрла метрÿшке тата кăмпа татма кайнă, анчах килне таврăнман, телефонне те тытман.

Вăрманта вăкăр тапăннăВăрманта вăкăр тапăннă
Вăрманта вăкăр тапăннă

Шырав ĕçĕсене ирттерме хăтаруçăсем полици ĕçченĕсемпе пĕрле тухса кайнă. Кăшт вăхăт иртнĕ хыççăн арçынна шыраса тупнă. Малтанхи информаци тăрăх, ун çине вăрманта вăкăр тапăннă пулнă.

Хăтаруçăсем инкек тÿснĕ çынна малтанхи пулăшу панă, васкавлă медицина пулăшăвĕн бригадине чĕнтернĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас