Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
31 Июлӗн 2025, 12:00

Пĕр талăк хушшинче 55 млн тенкĕлĕх çăмăллăхлă эмелсемпе тивĕçтернĕ

Регионти Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ĕнер «Башфармаци» аптекисенче 10 469 рецепт йышăннă. Вĕсем тăрăх учетра тăракансене 55 млн тенкĕлĕх 21 пин тĕрлĕ эмел панă.

Пĕр талăк хушшинче 55 млн тенкĕлĕх çăмăллăхлă эмелсемпе тивĕçтернĕПĕр талăк хушшинче 55 млн тенкĕлĕх çăмăллăхлă эмелсемпе тивĕçтернĕ
Пĕр талăк хушшинче 55 млн тенкĕлĕх çăмăллăхлă эмелсемпе тивĕçтернĕ

Ведомствăра аса илтернĕ тăрăх, эмелпе тивĕçтересси – сывлăх сыхлав системин тĕп çул-йĕрĕ. Паянхи кун тĕлне Пушкăртстанра  çăмăллăхлă эмелсене  тивĕçнĕ 754 142 çын пурăнать. Çак хисеп пĕрмай ÿссе пырать, мĕншĕн тесен ПР Сывлăх сыхлав министерстви халăха диспансеризаци ирттерсе чире малтанхи тапхăрта тупса палăртас енĕпе нумай ĕçлет.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас