+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Çакна та каласа хăвармалла: маскировка сечĕ çыхмалли материалсене волонтерсен тата ялти ырă кăмăллă çынсен укçи-тенкипе туяннă.
Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене май пур таран пулăшма тăрăшать халăх. Пĕрисем укçа-тенкĕпе пулăшаççĕ, теприсем кирлĕ япаласем туянса параççĕ, виççĕмĕшсем вăхăт тупса маскировка сечĕсем çыхма çÿреççĕ.
«Вăй – пĕрлĕхре» тесе ахальтен каламаççĕ пулĕ. Пĕрле темле ĕç тума та пулать. Чун ăшшине парса çыхнă маскировка сечĕсем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене тем пекех кирлине меселпуçсем лайăх ăнланаççĕ.