Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
5 Августӑн 2025, 05:00

Йĕкенпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Маргарита Григорьева сумлă ята тивĕçнĕ

Чăваш Республикинчи Канаш муниципаллă округĕ пирĕн пултаруллă ентеше, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченне, педагога,  хĕрÿ чĕреллĕ чăваш хĕрарăмне Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен Пĕрлĕхĕн Канашри уйрăмĕн президиумĕн пайташне, Канаш муниципаллă округĕн Депутатсен пухăвĕн çиччĕмĕш суйлаври депутатне, «Кĕмĕл волонтера»  Маргарита Филимоновна Данилована (Григорьева), «Канаш муниципаллă округĕн хисеплĕ гражданинĕ» сумлă ята парса чысланă.

Йĕкенпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Маргарита Григорьева сумлă ята тивĕçнĕЙĕкенпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Маргарита Григорьева сумлă ята тивĕçнĕ
Йĕкенпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Маргарита Григорьева сумлă ята тивĕçнĕ

Маргарита Филимоновна Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, Чăваш Республики уншăн иккĕмĕш тăван çĕршыв пулса тăнă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетне вĕренме килсен кунта пĕлÿ çеç мар, хăй мăшăрне те тупнă. Алла диплом илнĕ хыççăн çамрăксем распределенипе Канаш хулине лекнĕ. Маргарита Данилова асăннă хулара ача-пăча ташă ушкăнĕн ертÿçи пулса ĕçленĕ.  Кĕске вăхăт хушшинчех ансамбль тĕслĕхлĕ ята тивĕçнĕ, унăн хастарĕсенчен нумайăшĕ хăйсен пурнăçне ташăпа çыхăнтарнă.

Маргарита Филимоновна – пултаруллă чăваш хастарĕ, хăй пурнăçне çынсене пулăшас  ĕçе халалланă. «Канаш муниципаллă округĕн хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ят парса чыслани  – унăн тивĕçĕсене хак пани çеç мар, хăй ĕçне чунтан парăнса пурнăçланишĕн тав туни те.

Эпир те, Пушкăртстанра пурăнакансем, Маргарита Данилована çак паллă пулăмпа саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.  

Надежда РОДИОНОВА.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас