+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Павел вылякансен виççĕмĕш ушкăнĕнче тухнă. Арçын пушкăрт кучченеçĕсем – сиплĕ пылпа чак-чак, килте тăварланă çимĕçсемпе кукăльсем – илсе килнĕ. Çавăн пекех музыкант пухăннисене юрă парнеленĕ.
Вăйă теми ташă-юрăпа çыхăннă пулнă. Виççĕмĕш ушкăна «Халăхра арпаштарнă такмака мĕнле тесе калаççĕ?» тесе ыйту панă. Ентешĕмĕр финала тухайман, сăмаха тепĕр çын тавçăрса илнĕ.