Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
7 Августӑн 2025, 12:00

РФ Çут ĕç министерстви шкул форми çирĕплетмен

Юлашки вăхăтра халăх хушшинче çĕршывĕпех пĕр пек шкул форми  кĕртесси, ку тĕлĕшпе улшăнусем пулса иртесси пирки сăмах-юмах нумай çÿрет. Апла пулин те РФ Çут ĕç министерстви  вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕр пек шкул форми кĕртме палăртмасть. Вĕрентÿ заведенийĕсем 273 № Федераллă законăн «РФ вĕрентÿ çинчен» калакан 38-мĕш статйине тĕпе хурса  тата ашшĕ-амăшĕсемпе шкул ачисен шухăшĕсене шута илсе шкул формин тĕсĕ тата фасонĕ тĕлĕшĕпе хăйсем калаçса татăлма пултараççĕ.   

РФ Çут ĕç министерстви шкул форми çирĕплетменРФ Çут ĕç министерстви шкул форми çирĕплетмен
РФ Çут ĕç министерстви шкул форми çирĕплетмен

Росстандартăн 2024 çулхи август уйăхĕн 31-мĕшĕнчи 1155 приказĕпе килĕшÿллĕн производительсем  валли наци стандарчĕн пĕтĕмĕшле  техника требованийĕсене хатĕрленĕ.  

Унта шкул формин ГОСТ ыйтнине тивĕçтермелли параметрĕсене илсе панă: пусмана хак пани (çав шута тÿнтер енчен çĕлесе хуракан пустав та кĕрет),  форма ачасен кевтипе килĕшсе тăни, пуставĕ лайăх сывлани, аллерги тĕлĕшĕнчен хăрушсăр пулни.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас