

«Паян манăн пурнăçри чи хумхануллă саманта сирĕнпе пайлас килет – эпĕ пепке çуратрăм! Çак телее сăмахпа çырса кăтартма çук ... чи чăн-чăн тĕлĕнтермĕш пулса иртрĕ пирĕн килте. Халĕ эпĕ çак пĕчĕк, ăшă чĕрĕ чун çине пăхатăп, ăна пĕчĕк аллинчен тытатăп та ăнланатăп — пурнăç пачах урăхла пулса тăчĕ. Халĕ кашни минут юратупа, пăшăрханупа, калама çук хĕпĕрÿпе тата вĕçĕмсĕр тавпа тулатьĕ
Пытармастăп, йывăрччĕ. Хăрушă пулчĕ. Анчах чăн-чăн телейĕн хальхи туйăмĕ умĕнче çаксем пурте тĕксĕмленеççĕ. Малтанхи минутсенчех пирĕн чĕресем пĕр кĕвĕллĕн тапаççĕ, эпĕ ĕнтĕ пурнăçа, Ывăлăм, сансăp куç умне кăлараймастăп.
Çак çул çинче мана пулăшса пынисене пурне те тав – эсир юнашар, ку вара хаксăр! Умра çывăрман каçсем нумай, çĕнĕ тăрăшулăх, хама çĕнĕ рольте шырани ... Анчах эпĕ пĕлетĕп, пĕтĕмпех пулать, мĕншĕн тесен халĕ эпир - СемьЯ, эпир 7-ччĕн!» – пĕлтернĕ юрăç.
Каласа хăвармалла, пепке «кĕпепе» (плодный пузырь) çуралнă. Ваттисем каланă тăрăх, ун пеккисем телейлĕ пулаççĕ.
Саламлатпăр!