Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
11 Августӑн 2025, 09:00

Илемлĕ датăра туйсем кĕрлеттернĕ

Пушкăртстанра илемлĕ датăра 08.08.25 471 мăшăр хăйсен туйăмĕсене хут çине çирĕплетнĕ. Кун пек кăтартусене хăйĕн телеграмм-каналĕнче ПР Патшалăх комитечĕн юстици енĕпе ĕçлекен çумĕ Владимир Спеле пĕлтернĕ.

Илемлĕ датăра туйсем кĕрлеттернĕИлемлĕ датăра туйсем кĕрлеттернĕ
Илемлĕ датăра туйсем кĕрлеттернĕ
Ĕпхÿ хулинче çак кун 114 мăшăр пĕрлешнĕ. 21 мăшăр Киров районĕнчи ЗАГСра мăшăрланнă, 18-шĕ - Октябрьский районĕнчи ЗАГСăн пĕрремĕш уйрăмĕнче, 15-шер мăшăр Советский тата Орджоникидзе районĕсенче.
 
💍💍Республикăра регистраци иртнĕ мăшăрсен шучĕпе Нефтекамск (24) пĕрремĕш вырăн йышăнать. Республикăри районсенчен Абзелил районĕ мала тухнă – пурĕ 11 мăшăрлану.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас