Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
12 Августӑн 2025, 12:00

2025-2026 çулхи вĕренÿ çулĕн срокĕсем паллă

РФ Вĕрентÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх,  çĕнĕ вĕренÿ çулĕ 2025 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçласа 2026 çулхи май уйăхĕн 26-мĕшĕнче вĕçленет.

2025-2026 çулхи вĕренÿ çулĕн срокĕсем паллă2025-2026 çулхи вĕренÿ çулĕн срокĕсем паллă
2025-2026 çулхи вĕренÿ çулĕн срокĕсем паллă

Кун пек чухне кĕркуннехи, хĕллехи тата çуркуннехи каникулсен тăршшĕ 7 кунран сахал мар пулмалла. Çавăн пекех пĕрремĕш класра вĕренекенсем валли февраль уйăхĕнче  пĕр эрнерен кая мар хушма каникул хăварма сĕнеççĕ.

Çуллахи каникул 2026 çулхи  май уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа август уйăхĕн 21-мĕшĕччен тăсăлĕ.

2025/26 çулхи вĕренÿ çулне вĕçлеме сĕннĕ кунсене вĕрентÿ процесне йĕркелеме Раççей Федерацийĕн пур субъектне те ярса панă.

РФ Вĕрентÿ министерствинче çак мелсем вĕренĕве пĕр пек йĕркелеме, санитари  нормисене пăхăнма тата ачасем ытлашши ывăнасран сыхланма пулăшассине пĕлтернĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас