Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
13 Августӑн 2025, 13:30

Çулĕ çитмен ачасем тăванĕсене укçасăр хăварнă

Республикăра мошенниксен серепине çакланнă тĕслĕхсем нумайланнă. Аферистсем çынсене миллионшар тенкĕлĕх  улталаççĕ.

Çулĕ çитмен ачасем тăванĕсене укçасăр хăварнăÇулĕ çитмен ачасем тăванĕсене укçасăр хăварнă
Çулĕ çитмен ачасем тăванĕсене укçасăр хăварнă

РФ ШĔМ Пушкăртстанри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, аферистсем ачасене те хĕрхенсе тăмаççĕ. Сăмахран, Благовар районĕнчи 16 çулхи çамрăк  «аслă шкулăн йышăну комиссийĕнчен» шăнкăрав йышăннă. Ачана даннăйсен базине кĕртес сăлтавпа «çемье счечĕсене ют çĕршыв организацийĕсем тивĕçтереççĕ» тесе ĕнентернĕ имĕш.  Çапла майпа вăл 800 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ тата маркетплейссенче QR-код урлă таварсемшĕн тÿленĕ.

Белокатай районĕнче вара 12 çулхи ача, вăйă валюти паратпăр тенине ĕненсе мошенниксене асламăшĕн банк приложенине кĕме май туса панă. Çапла майпа счетран 300 пин тенкĕ çухалнă.  

РФ ШĔМ Пушкăртстанри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, мошенниксем пĕрмай çĕнĕ схема шутласа кăлараççĕ, блокировка тăвасран асăрханса хăйсен аллине çакланнисене темиçе хутчен укçа куçарттараççĕ. Çавăнпа та сирĕн даннăйсене пĕлекен палламан çынсене шанмалла мар.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас