+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Специалистсем пыла +10 +20 градус температурăра тĕттĕм, сулхăн вырăнта упрама сĕнеççĕ. Ун валли лайăх хупăнакан кĕленче е керамика савăтпа усă курма юрать. Пыл хĕртсе пăхакан хĕвел пайăркисене юратмасть, тĕрлĕ шăрша хăй çине хăвăрт туртса илет. Çавăн пекех ăна тимĕр хупкăчпа та витмелле мар. Çак условисене пăхăнсан пыл хăйĕн пахалăхне 10-шар çул çухатмасть.