Урал сасси
-4 °С
Облачно
Новости
14 Августа 2025, 07:00

Студентсен тăкакĕсене саплаштарма – 30 млн тенкĕ

Пушкăртстанри ял хуçалăх предприятийĕсене аграри аслă шкулĕсен студенчĕсене производство практики иртнĕ вăхăтра ĕç укçи тÿлессипе çыхăннă тăкаксен пĕр пайне саплаштарма 30 млн тенкĕ таран патшалăх пулăшăвĕ уйăрĕç.

Добавить в предпочтительные источники Google
Студентсен тăкакĕсене саплаштарма – 30 млн тенкĕСтудентсен тăкакĕсене саплаштарма – 30 млн тенкĕ
Студентсен тăкакĕсене саплаштарма – 30 млн тенкĕ

Асăннă компенсацие парасси «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне технологи тĕлĕшĕнчен тивĕçтересси» наци проекчĕн «АПК кадрĕсем» регионти проект витĕмĕпе пурнăçланать. 2025 çулта субсидие республикăри 31 предприяти  практика иртекен 354 студент валли илме пултарнă.

Правительствăн вице-премьерĕ - ПР Ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов пĕлтернĕ тăрăх,  уй-хир ĕçĕсем вăхăтĕнче  ял хуçалăх предприятийĕсене массăллă профессисемпе специалистсем кирлĕлĕхĕ 2000 çын таран ÿсет.

  - Кунта, паллах, уй-хир сезонĕ вăхăтĕнче кашни çулах пулăшăва килекен студентсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Ĕçпе тивĕçтерекенсене лайăх ĕç условийĕсем туса пама хавхалантаракан «Агропромышленность  комплексĕнчи кадрсем» регионти проект витĕмĕпе паракан субсиди пурри савăнтарать», - тет Пушкăртстанри аграри ведомствин пуçлăхĕ.

  

Автор:Надежда Родионова