Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
19 Августӑн 2025, 12:00

Аферистсен чее схемине пула пысăк укçа çухатнă

РФ ШĔМ Пушкăртстанри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, 26 çулхи Ĕпхÿ хĕрĕ патне «почта ĕçченĕсем» шăнкăравласа заказлă çыру илсе кайма хушнă. Часах мошенниксем тепĕр тĕрлĕ юмах яма тытăннă. Вĕсем хĕрĕн Госуслугинчи аккаунтне çĕмĕрни çинчен каланă, хăйсемпе Центробанк ĕçченĕсем тесе паллаштарнă хыççăн «хăрушсăр счет» çине 300 пин тенкĕ укçа куçарма ÿкĕте кĕртнĕ.

Аферистсен чее схемине пула пысăк укçа çухатнăАферистсен чее схемине пула пысăк укçа çухатнă
Аферистсен чее схемине пула пысăк укçа çухатнă

Çтерлĕ хулинче пурăнакан хĕрарăм та çавăн евĕр схемăпа тĕл пулнă. Анчах та ку хутĕнче тăкакăн хисепĕ тата та пысăкрах – 450 пин тенкĕ -  пулнă.

Октябрьск хулинче пурăнакан 63 çулхи хĕрарăма «тÿлемен пенси укçине» пама шантарнă. Тÿлевсене илме кирлĕ хутсем хатĕрлемелле тесе телефон çинчи экрана хускатма, СМСпа килнĕ код номерне пĕлтерме хушнă. Çапла майпа унăн счечĕ çинчен 760 пин тенкĕ çухалнă.

68 çулхи Сибай хĕрарăмне виçĕ кун хушши аферистсем шăнкăравланă. Малтан вĕсем хăйсене Энергосбыт ĕçченĕсем тесе счетчиксем улăштарма сĕннĕ. Каярах унăн банк аккаунтĕнче «мошенниксем» хуçаланаççĕ тесе ĕнентернĕ. Малтанхи тĕслĕхсенчи пекех СМСпа килнĕ код номерне пĕлтерме ыйтса 450 пин тенкĕ улталаса илнĕ.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас