+28 °С
Пӗлӗтлӗ


«МАХра хамăн канала уçрăм. Ку - пирĕн çĕршыври мессенджер. Ăна хамăр Президентăн Владимир Путинăн хушăвĕпе йĕркеленĕ, - çырнă Радий Хабиров. – Çĕнĕ каналта пĕлтерĕшлĕ хыпарсемпе паллаштарăп, региона ертсе пыракан команда çирĕплетнĕ йышăнусем, республика мĕнле пурăнни, лайăх улшăнусем пирки каласа парăп».
Çавăн пекех регион пуçлăхĕ хăйĕнпе малтанхи мессенджерсем урлă та çыхăнма май пурри пирки пĕлтернĕ.
Сервис пресс-службин кăтартăвĕсем тăрăх, МАХа кĕме 18 пин çын регистраци иртнĕ.