Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
21 Августӑн 2025, 08:00

Август – çĕр çырлине пăхмалли тапхăр

Çĕр çырлине пуçтарса пĕтертĕмĕр. Анчах çакă ун пирки манмаллине пĕлтермест. Çитес çулхи тухăç халĕ мĕнле ĕç пурнăçланинчен килет. Пахчара мĕн туса ирттермелли çинчен Пушкăртстан Республикинчи Раççей ял хуçалăх центрĕн Шаран районĕнчи филиалĕн тĕп агрономĕ Люция Гуссамова каласа панă.

Август  – çĕр çырлине пăхмалли тапхăрАвгуст  – çĕр çырлине пăхмалли тапхăр
Август – çĕр çырлине пăхмалли тапхăр

Август уйăхĕнче садра ÿсекен çĕр çырли тĕмĕсем çĕнĕ çулçă  кăлараççĕ, тепĕр çул валли чечек папки хума пуçлаççĕ. Çавăнпа ăна апатлантармалла. Апатлантарма кĕл, вĕлтрен е гумат шывĕпе шăвармалла. Азот çĕнĕ çулçă кăларма, симĕсленме кирлĕ. Фосфорпа кали калчана сахăр пуçтарма пулăшаççĕ. Çĕр çырли ăна мĕн чухлĕ нумайрах пухать – çавăн чухлĕ лайăхрах  хĕл каçать.

Çĕр çырли тĕмĕ сывă, ешĕл пулсан ăна тĕкĕнмесен те юрать. Çулçă хĕрелме пуçлани çĕр çырли чирленине пĕлтерет. Чир-чĕртен сыхланса хими препарачĕсемпе усă курмалла. Эмел сапнă хыççăн виçĕ-тăватă кунран чирлĕ çулçа касса илмелле. Анчах асăннă ĕçе çак кунсенчех тумалла. Кая юлсан çулма кирлĕ мар – калча вăй илме ĕлкĕреймĕ.   

Çĕр çинче выртакан çĕнĕ калчасем тĕме вăйсăрлатаççĕ. Çавăнпа вĕсене тухнă-тухман касса пăрахмалла. Лаптăка çамрăклатас тесессĕн çеç вĕсене хăварма юрать. Анчах та калчана пĕрремĕш çул ÿсекен ÿснĕ тĕм çинчен кăна илмелле. Икĕ-виçĕ çул лараканни çинче чир-чĕр аталанма ĕлкĕрет, вăл çамрăк калчана та куçать.  Лайăх тухăç илес тесессĕн тĕмсем таса та сывă пулмалла.

Çĕр çырлине мĕншĕн касмалла?

 - Кивĕ, чирлĕ тата сиенленнĕ çулçăсенчен хăтăлма.

 - Кăмпа чирĕсенчен сыхланма.

 - Тĕме çĕнетме, çĕнĕ çулçăсем кăларма.

 - Тухăçа ÿстерме.

Çĕр çырлине хăçан касмалла?

 - Çимĕç пама чарăнсан 5-7 кунран. Çак тапхăр июль уйăхĕн вĕçĕпе тата август уйăхĕн пуçламăшĕпе тÿр килет.

 Мĕнле тĕрĕс касмалла?

 - Çулçăсене алăпа ан туртăр! Хачăпа усă курăр.

 - Тымартан 1-2 см хăварса çулçăсене касăр

 - Тĕм варринчисене касма кирлĕ мар – ÿсен-тăран вилме пултарать.

 - Çĕнĕ калчасене касмалла.

 - Каснă хыççăн тăпрана кăпкалатмалла, тĕмсене шывпа шăвармалла.  

Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ. 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас