+28 °С
Пӗлӗтлӗ


ПР Патшалăх юстици комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, тунти кун, август уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Пушкăртстанри ЗАГС уйрăмĕсенче яланхинчен çын нумайрах пулнă. Иртсе пыракан çуллан юлашки илемлĕ датинче 43 мăшăр хăйсен туйăмĕсене хут çине çирĕплетнĕ.
Кăçал илемлĕ дата эрнен пĕрремĕш кунĕпе тÿр килчĕ. Çак кун ЗАГСăн нумай уйрăмĕн канмалли кун пулнă. Мăшăрланнине официаллă майпа регистрацилеме республикăри ЗАГСăн 17 уйрăмĕ (тунти кунран пуçласа эрне кунччен графикпа) ĕçленĕ. Пушкăртстанри ЗАГС ĕçченĕсем мăшăрланнине официаллă майпа регистрацилесе çамрăк мăшăрсене саламланă.