Хими элеменчĕсен периодикăллă таблицине хатĕрленĕ Дмитрий Менделеевăн сăнне ÿкернĕ лайнер çак кунсенче Ĕпхÿри аэропорта килсе аннă. Паллă вырăс ăçчахĕн портретне самолетăн хыçалти пайне вырнаçтарнă.
Ĕпхÿ хулине тĕлĕнмелле самолет анса ларнă
Республикăри тĕп сывлăш хапхин пресс-служби ăнлантарнă тăрăх, самолета ахальтен мар, атмосферăн сийĕсене тата хĕвел тĕттĕмленнине тĕпчес шутпа аэростатпа вĕçнĕ ăсчаха хисеп туса тематика ÿкерчĕкĕпе илемлетнĕ.