

Патшалăх премине тивĕçнисен шутĕнче Чекмагуш тăрăхĕнчи Юмаш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ираида Сунагатулина пултаруллă педагог та пур. Ираида Николаевна иртнĕ вĕренÿ çулĕнче «Тăван чĕлхепе литературин çулталăк вĕрентекенĕ» республика конкурсне хутшăнса парнеллĕ вырăна çĕнсе илчĕ. Асăннă премипе чыслани – унăн профессионализмне, тăван чĕлхепе культурăна аталантарас ĕçе тÿпе хывнине чыс туни.
Ираида Сунагатулина хăй предметне вĕрентнисĕр пуçне ачасене пĕлÿ тĕнчине илĕртме, вĕсен пултарулăхĕсене аталантарма тăрăшать. Тăван чĕлхе сумне ÿстерес, ăна халăх хушшинче паллăрах тăвас тĕллевпе шкул ачисене тĕпчев ĕçĕсене явăçтарать, класс тулашĕнчи мероприятисем ирттерет.
Вăл тăрăшнипе ачасем вĕрентÿ проограммине ăнăçлă алла илеççĕ çеç мар, олимпиадăсене, конкурссемпе фестивальсене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Ираида Сунагатулина класра ĕçлĕ те хăтлă лару-тăру йĕркеленипе вĕренекенсем хăйсене лайăх туяççĕ, тăрăшса вĕренеççĕ.
Асăннă премие тивĕçни - маншăн пысăк хисеп, çав вăхăтрах пысăк яваплăх та, - тет Ираида Николаевна. – Ĕçтешсене, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсене мана пулăшнăшăн, хавхалантарнăшăн чунтан тав тăватăп. Асăннă награда малашне тата та т ăрăшса ĕçлеме, çĕнĕ çитÿнÿсем тума хавхалантарĕ.
Ираида Сунагатулинана вĕрентÿ ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, вăй-хал сунатпăр.
Надежда РОДИОНОВА.