Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
27 Августӑн 2025, 04:00

Пиллĕкĕшĕ конкурсра çĕнтернĕ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑри пилӗк муниципалитет пӗтӗм Раҫҫейри хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли чи лайӑх проект-2025 конкурсра ҫӗнтернине пĕлтернĕ.

Пиллĕкĕшĕ  конкурсра çĕнтернĕПиллĕкĕшĕ  конкурсра çĕнтернĕ
Пиллĕкĕшĕ конкурсра çĕнтернĕ

Августӑн 21-мӗшӗнче Хусан хулинче Раҫҫейри Строительство министерстви пӗчӗк хуласемпе истори пĕлтерĕшлĕ ялсен аталанӑвӗн çĕршыври форумӗнче Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли чи лайӑх проектсен вуннӑмӗш конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене пӗлтернĕ.
«Эпир 10 заявка панӑччĕ, вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ҫӗнтернӗ. Вĕсен шутне Октябрьскипе Дюртюли хулисем тата Чишма, Верхнеяркеево, Кушнаренково салисем кĕреççĕ. Федераллӑ укҫан калӑпӑшӗ 500 млн тенкĕпе танлашать. Ҫавӑнпа тӳрех ӗҫе тытӑнмалла», - тенӗ Радий Хабиров.
Пушкӑртстанри пилӗк хула-сала «Октябрьский: еткерлĕхе упраса», «Иванаев сачĕ. Пуласлăх калчисем» (Дюртюли), «Чишма – туслӑх ҫӑлкуҫӗ», «Верхнеяркеево центрăн çыхăну çипписем», «Топоринсен сукмакĕ» (Кушнаренково) хăтлăх кÿртмелли проектсем тăратса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Конкурс «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» федераллă программăн «Пурнăç валли инфраструктура» наци проекчĕпе кашни çулах иртет. Пурĕ унта Пушкăртстанри 39 проект çĕнтернĕ. Вĕсенчен 27-шне пурнăçа кĕртнĕ.
Кӑҫал Баймак хулинче тата Ишимбай районӗнчи Верхотор ялӗнче проектсем вӗҫленӗҫ. Пелепейпе Благовещенск, Нефтекамскпа Салават тата Учалă хулисенче ӗҫсем пуҫланнӑ.
Обществӑлла территорисене тирпей-илем кӗртме 3,3 миллиард тенкӗ ытла укҫа явӑҫтарнӑ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас