

- Тÿрех килтисене вăратма чупрăм. Пурте машина çине лартăмăр та пушар вырăнне кайрăмăр. Алăка уçаймарăмăр – ăна шалтан питĕрсе илнĕччĕ. Кăшкăрма тата чÿречисене шаккама пуçларăмăр, çапла майпа хĕрарăма вăратма пултартăмăр. Вăл хăех чÿречине ватрĕ те эпир пулăшнипе çунакан пÿртрен урама тухрĕ, - каласа панă вăл.
Пушартан хăтарнă хĕрарăмăн аллисем вутпа пиçсе 2 процент суранланнă, анчах вăл больницăна кайма килĕшмен.
«Ырă чĕреллĕ кÿрши пулăшнипе çулĕсемпе çамрăк мар хĕрарăм чĕрĕ тăрса юлнă. Унăн ырă ĕçне паттăрла теме те юрать. Хăрушлăха вăхăтлă курни тата кÿршисем пулăшни пысăк инкекрен хăтарса хăварнă», - тенĕ ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитетĕнче.