Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
2 Сентябрӗн 2025, 11:00

Пушкăртстанра пĕр эрне хушшинче 12 çын çухалнă

ПР Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен  патшалăх комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх,  иртнĕ эрнере çеç 12 çын çухалнă, çав шутра – 2 ача.

Пушкăртстанра пĕр эрне хушшинче 12 çын çухалнăПушкăртстанра пĕр эрне хушшинче 12 çын çухалнă
Пушкăртстанра пĕр эрне хушшинче 12 çын çухалнă

Кĕçĕр Нефтекамскра сад участокĕсенче хĕрарăм çухалса кайнă. Сентябрь уйăхĕн пĕрремĕшĕнче, çурçĕр иртсен, вăл автобус çине ларнă та сада кайнă, чарăнура тухнă хыççăн тĕттĕм пулнипе палламан вырăнта çухалса кайнă. Телее, полици ĕçченĕсем ăна хăвăрт шыраса тупнă.

Çăлавçăсем асăрхаттараççĕ: вăрмана кайнă чух хăвăрăн çывăх çыннăрсене епле çулпа кайнине тата хăш вăхăтра таврăннине  пĕлтерĕр.

Инçетрен курăнакан çутă тум тăхăнăр, хăвăрпа пĕрле зарядки тулли телефон,  poverbank,  шăхлич, çĕçĕ, шыв тата  йĕпенесрен лайăх чĕркесе шăрпăк илĕр.

Çухалса кайрăр пулсан пĕр-пĕр вырăнта чарăнăр. Тĕлли-паллисĕр ан утăр, вăйăра перекетлĕр. 112 номерпе шăнкăравлăр тата кăшкăрашнине хирĕç хуравлăр.

Палламан вăрман тăрăхĕнче машинăна ан шанăр, вăл çăмăллăн путса ларма пултарать.

Ÿсĕмĕре тата сывлăхăра шута илĕр. Ватăсемпе вăраха кайнă чирĕсем пуррисен уйрăмах асăрхануллă пулмалла, питĕ кирлех пулмасан пĕччен çул çине тухса каймалла мар.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас