Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
3 Сентябрӗн 2025, 14:00

Ÿнерçĕ кĕрхи çулçăсенчен Михаил Шуфутинский портретне тунă

Паянхи дата - хăйне евĕрлĕ. Шăпах çак кунхине чÿречесемпе автомобильсенчен 3-мĕш сентябрь пирки юрă янăрать.

Ÿнерçĕ кĕрхи çулçăсенчен Михаил Шуфутинский портретне тунăŸнерçĕ кĕрхи çулçăсенчен Михаил Шуфутинский портретне тунă
Ÿнерçĕ кĕрхи çулçăсенчен Михаил Шуфутинский портретне тунă

Ĕпхÿре пурăнакан Евгения Сковарт ÿнерçĕ кĕрхи çулçăсенчен Михаил Шуфутинский портретне тунă. Демăри картишсенчен пĕринче пурнăçланă ĕçе вăл сентябрь уйăхĕн 3-мĕшне халалланă.

Евгения дворник сăнарĕпе урама тухнă, Галина Сазонова саксофонпа кĕвĕ каланă. Асăннă ролике ÿнерçĕ хăйĕн страницинче кăларнă. 

«Михаил Захарович маншăн музыкăри пĕтĕм кĕркунне: шухăшлаттаракан, ылтăн, кăштах хурлăхлă. Шăпах çак кăмăл-туйăмпа сентябрь çулçисемпе унăн портретне сăнласа парас килчĕ», - тесе çырнă ÿнерçĕ.  

Михаил Шуфутинский хăйĕн «Виççĕмĕш сентябрь» лирика хитне 1993 çулта итлекенсен умне тăратнă. Кĕвĕ авторĕ – Игорь Крутой, текст авторĕ – Игорь Николаев.

Сергей Карпов тата Ляйсан Шарипова Ĕпхÿ юрăçисем икĕ çул каялла асăннă юррăн пушкăрт вариантне хатĕрленĕ.  Текстне Ринат Харунов çырнă. Çавăн пекех  ăна паллă юрăç Ян Лира юрланă.  

 

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас