+28 °С
Пӗлӗтлӗ


«Ачасем шкула потрфельпе тата шкул хатĕрĕсемпе çеç мар, пурнăçри чи хаклă урока - ыттисене пулăшассине – ăша хыврĕç. Çавăн пекех вĕсем ырă ырăпа таврăннине те лайăх ăнланчĕç. Хăçан та пулсан хăйсем те юнашаррисене пулăшма, тус-юлташĕсене е пачах та палламан çынсене ырă тума пултарĕç», - çырнă Ленара Иванова хăйĕн социаллă сечĕсенче.
Пурĕ акцие 1503 ырă кăмăллă çынпа организаци хутшăннă. Ачасене тимлĕх уйăрас ĕмĕтпе 506 организаципе 997 уйрăм çын пĕрлешнĕ.
Çакна та каласа хăвармалла, «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци Пушкăртстанра 15-мĕш хут иртет.