Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
8 Сентябрӗн 2025, 09:30

Упан саппасĕсем патне пырса тухнă

Абзелил районĕнчи ял çыннисем упан саппасĕсем патне пырса тухнă. Чалăш ураллă чĕр чун вăрман чăтлăхĕнче хăйĕн тупăшне  - лаша тÿшкине  - упрамалли склад йĕркеленĕ.  

Упан саппасĕсем патне пырса тухнăУпан саппасĕсем патне пырса тухнă
Упан саппасĕсем патне пырса тухнă

Республикăри экологи министерствинче пĕлтернĕ тăрăх, упасем пурăнакан  тăрăхсенче кĕркунне ун пек складсем час-часах тĕл пулаççĕ.

«Халь упасем хĕллене хатĕрленеççĕ, çу хываççĕ», - ăнлантарса панă ведомство ĕçченĕсем.

Иккĕмĕш тĕслĕх çав районтах  Утяганово ялĕ çывăхĕнче пулса иртнĕ.

 - Сасартăк йывăç силленме пуçларĕ, такам мĕкĕрни илтĕнчĕ. Малтан аппа шÿтлет пуль тенĕччĕ. Çаврăнса пăхсан  манран 20 метрта  упа тăнине куртăм. Пуçтарнă кăмпасене пăрахса ту çинчен чупса антăм, ун пек хăвăрт нихăçан та чупманччĕ-ха, - тет Утяганово ялĕнче пурăнакан Ляйсан ятлă  хĕрарăм.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас