+28 °С
Пӗлӗтлӗ


Медицина ĕçченĕсем аса илтернĕ тăрăх, гриппа хирĕç вакцинаци туни чиртен сыхланмалли чи тухăçлă мел шутланать. Вăл грипп йывăр сиен кÿресрен хÿтĕлет, больница тулашĕнчи ÿпке шыççи аталанас хăрушлăха чакарать, иммунитет тытăмне хÿтĕлемелли антителасем тума пулăшать. Прививкăна сентябрь-ноябрь уйăхĕсенче туни тухăçлăрах.
Маларах Пушкăртстанра 2,5 млн çынна, çав шутра 667 пин ачана, прививка тума палăртни пирки пĕлтернĕччĕ . Регионти медицина организацийĕсене «Совигрипп», «Флю-М», «Ультрикс Квадри» вакцинăсем çитнĕ те.