Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
10 Сентябрӗн 2025, 09:00

Хĕрарăмăн пыршă çулĕ çинче йĕп тупнă

«Честный репортаж» телеграм-канал пĕлтернĕ тăрăх, уйрăм çыннăн стоматологи клиникин тухтăрĕ пациентăн çăварĕнче йĕп манса хăварнă. Халĕ тухтăр инструменчĕ пыршĕ çулне çитнĕ.

Хĕрарăмăн пыршă çулĕ çинче йĕп тупнăХĕрарăмăн пыршă çулĕ çинче йĕп тупнă
Хĕрарăмăн пыршă çулĕ çинче йĕп тупнă

Телеграм-каналра çырса пĕлтернĕ тăрăх, хĕрарăм шăлĕ ыратнипе Пелепей районне кĕрекен Приютово поселокĕнчи специалист патне кайнă. Уйрăм çыннăн клиникинче ĕçлекен тухтăр пациентăн шăлне сипленĕ те килне янă. Темиçе кунтан хĕрарăм хырăмĕ ыратнине туйса çăварĕ хăвăлĕнче ним те тăрса юлман-ши тесе стоматологи клиникине тепĕр хут кайнă. Çавăн пекех вăл уйрăм çыннăн клиникинче УЗИ тунă. Тĕрĕслев нимĕн те кăтарман, стоматолог нимĕн те манса хăварман тесе çирĕплетнĕ.

Хĕрарăм шухăшланă-шухăшланă та Пелепей хулине çитсе тепĕр хут УЗИ тутарнă. Тĕпчев шăл каналĕсене сармалли йĕп пуррине кăтартнă. Инструмент пыршă çулне çитсе ĕлкĕрнĕрен ыраттарма пуçланă. Инкек тÿснине йывăр операци кĕтет.

  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас